Канаш районӗнчи Сител ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветерансене халалласа хӑйне евер палӑк лартнӑ. Ӑна уҫмашкӑн ятарласа Мускавран, ют ҫӗршывран хӑнасем килнӗ. Вӗсен йышӗнче – Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов.
Дмитрий Матвеев вӑрҫа хутшӑннӑ. Унӑн тӑванӗсем ялта пурӑнаҫҫӗ. Дмитрий Матвеев вӑрҫӑ пирки вӗсене нумай каласа кӑтартнӑ.
Дмитрий Матвеев ҫӗршыври пӗрремӗш ракетчиксен йышне кӗнӗ. Ҫавна май ентешӗсем тӗп урамра ветеран вӑрҫӑ витӗр тухнӑ артиллерие – «Катюшӑна» - лартма шухӑшланӑ. Вырӑнти депутатсем РФ Хӳтӗлев министерствине ҫырса янӑ. Анчах унта палӑк валли «Катюша» тупма хӗн пулни пирки хурав килнӗ. Кун пирки Николай Гаврилов пӗлнӗ. Вӑл Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ-ҫке-ха. Вӑл ялта «Катюшӑн» прототипне «Град» тытӑма лартма сӗннӗ. Палӑка шӑпах Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн уҫнӑ.
Мурманскра Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ.
Алексей Владимирович Максимов 1972 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамал ялӗнче ӳснӗ. Юлашки вӑхӑтра арҫын Мурманск хулинче пурӑннӑ.
Мурманскри 3-мӗш полици уйрӑмӗ чӑваш арҫыннине шырани пирки пӗлтернӗ. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Арҫын ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл ҫухални пирки полицие ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче хыпар ҫитнӗ.
Алексей Максимов 166 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка. Хӑй 45 ҫулти пек курӑнать. Тӗттӗм хӑмӑр тӗслӗ сӑран куртка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 (8152) 40-60-10, 40-60-89, 8-811-311-70-20, 8-811-339-89-41.
Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман ялӗнче пурӑнакан Даниловсем кайӑк-кӗшӗк ӗрчетме юратаҫҫӗ. Тӑватӑ ҫулта вӗсем кайӑкӑн 20 тӗсне пухнӑ. Фазан, турткӑш, кӑркка, кӑвакарчӑн… - темӗнле кайӑк та пур вӗсен.
Ку ӗҫ путенерен пуҫланнӑ. Вӑл ҫӑмарта тусан инкубаторпа чӗпӗ кӑларнӑ. Ҫапла ҫемье выльӑх-чӗрлӗх вырӑнне кайӑк-кӗшӗк усрама тытӑннӑ.
Ытларах чухне вӗсене ывӑлӗ Валентин пӑхать. Вӑл тӑватӑ ҫулта кашни кайӑка лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Мини-фермӑна тӑрантарас тесе Даниловсем ҫулталӑкра 5 тонна тырӑ илеҫҫӗ.
Ҫемье кайӑк-кӗшӗке пусас тӗллевпе усрамасть. Ҫӑмартисене инкубатора хурса чӗпӗ кӑлараҫҫӗ, кайран сутаҫҫӗ. Паллах, кайӑк-кӗшӗке пӑхасси ҫӑмӑл мар. Даниловсем патне кашни ҫулах Мускавран клиентсем килеҫҫӗ.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ паян хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чысларӗҫ.
Маттур ачасене тата вӗсене видео хатӗрлеме пулӑшакансене Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи тата «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пуҫараканӗ Владимир Андреев, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвком членӗ Геронтий Никифоров, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш халах сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников, Чӑваш ен наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова тата ыттисем чысларӗҫ.
Жюри пайташӗсем хакланӑ тӑрӑх «Чӑваш халӑх сӑввисем» номинацире Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Демьянова Вероника ҫӗнтернӗ, вӑйӑ номинацийӗнче вара — Муркашри «Путене» ача пахчине ҫӳрекен ачасем. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулакансем питӗ нумай пулни пирки каласа хӑвармалла, ку номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ӳсӗмпе хакланӑ. Чи кӗҫӗннисен хушшинче Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Молодов Алексей мала тухнӑ, 7–10 ҫултисем хушшинче Смирнова Елена ҫӗнтернӗ, аслӑраххисем хушшинче вара Канаш районӗнчи Катек вӑтам шкулӗнче вӗренекен Васильева Елизавета ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи выльӑх ферминче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ампара тӗп тунӑ. Унта вара утӑ упраннӑ.
ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Сӗт комплексӗнчи утӑ упранакан ампарта 17 сехет ҫурӑра ҫулӑм тухнӑ. Пӗтӗмпе 49 рулон утӑ пулнӑ. Пушарта йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫав шутра – ампар та.
Пушарнӑйсем ҫулӑм тепӗр ҫурт ҫине ан куҫтӑр тесе тӑрӑшнӑ. Унта выльӑх-чӗрлӗхе тытаҫҫӗ. Телее, пушарта никам та шар курман. Выльӑх-чӗрлӗхе пушартан сыхласа хӑварма май килнӗ.
Халӗ специалистсем пушар ӑҫтан тухнине палӑртаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку Янкӑлч ялӗнче ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. 59 ҫулти арҫын ҫак ялтах пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Унта мунча кӗнӗ те киле кайма тухнӑ. Унӑн ҫулӗ шӑпах ҫав пӗве урлӑ выртнӑ.
Арҫын ҫав кун та, тепӗр кунхине те киле таврӑнманнине кура ӑна тӑванӗсем шырама тытӑннӑ. Ӑна темиҫе кунран пӗвере тупнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӗве патӗнчен иртсе пынӑ чухне шыва ӳкнӗ те путса вилнӗ.
Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Васильевич Васильев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ, мӑшӑрӗпе пӗрле 7 ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ.
Иван Васильевич 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл салтака тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан каччӑ III Украина фронтне лекнӗ. Чӑваш каччи фронтра кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Халӗ вӑл — ҫемьен чи хаклӑ тупри. Ветеранӑн кун кӗнекипе ӳсекен ӑрӑва паллаштараҫҫӗ. Иван Васильевич вӑрҫӑран лейтенант званийӗпе таврӑннӑ.
Ветеран халӗ хӗрӗ патӗнче, Шупашкарта, пурӑнать. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен шкулта истори тата географи предмечӗсене вӗрентнӗ.
Пултаруллӑ сӑвӑҫ Петӗр Ҫӑлкуҫ пурӑннӑ пулсан ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 65 ҫул тултарӗччӗ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ вӑрӑм пулман. Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Литература музейӗнче ӑна халалланӑ мероприяти иртнӗ.
Петӗр Ҫӑлкуҫ Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ялӗнчи шкулта тата Сиккассинче вӗреннӗ. Вӑл ҫамрӑк чухнех хаҫат-журналпа ҫыхӑну тытнӑ. 1970 ҫулта ӑна «Пионер сасси» хаҫата чӗнсе илнӗ. Ҫав ҫулах Петӗр Ҫӑлкуҫ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна вӗренме кӗнӗ. 1977 ҫултанпа вӑл «Тантӑш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ.
«Вӗл! вӗлкӗш, парӑсӑм», «Асатте ялӗнче», «Салтака каять така», «Тӗнчене эпир килетпӗр» — ҫак хайлавсемпе палӑрнӑ поэт. Унӑн ывалӗ Сендиер Кузьмин аса илнӗ тӑрӑх, ашшӗ кашни кун пӗр йӗрке те пулин ҫырма тӑрӑшнӑ. Вӑл ачасем валли нумай хайлав ҫырнӑ. Унӑн сӑввисемпе композиторсем юрӑсем те хайланӑ. Халӗ вӗсене халӑх хапӑлласах итлет.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче нелегалсене ӑнсӑртран чарнӑ. Саккуна пӑсса пирӗн ҫӗршыва килнӗ ҫынсене тытса чарнӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем автобуса Шӑхасан тӗлӗнче тӗрӗслес тесе чарнӑ. Унта вара — нелегалсем: сакӑр арҫын тата икӗ хӗрарӑм. Вӗсене документсене тӗрӗслес тесе чарнӑ.
Вуннӑшӗнчен иккӗшӗн докуменчӗсем йӗркеллӗ пулман. Вӗсен тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Йӗрке хуралҫисем кунашкал профилактикӑна малашне те ирттерӗҫ. Ку Раҫҫейре саккуна пӑсса пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисене тупса палӑртма пулӑшать.
Регионсем хушшинче иртекен «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи — 2017» конкурса Челепи шкул ачи те хутшӑнӗ. Унти 105-мӗш вӑтам шкулта 2-мӗш класра вӗренекен Дмитрий Попов ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекессишӗн Екатерина Тельцова (вӑл унти чӑвашсен наци автономийӗн пайташӗ) хавхалантарнипе хӑй пултарулӑхне тӗрӗслеме шут тытнӑ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса хутшӑнмалли ӗҫсене йышӑнса пӗтернӗ.
Кӑҫал Чӑваш Енре йышӑннӑ Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ конкурса 109 ӗҫ пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Элӗк, Канаш, Вӑрмар, Шупашкар, Елчӗк районӗсенчи тата Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри хӗрачасемпе арҫын ачасен пур.
Маларах асӑннӑ Челепи ачин пултарулӑхне «Сочинени» номинацире хаклӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 14-сехетре Кӳкеҫри Культура ҫуртӗнче чыслӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |